Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Кузьминична Чепурова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.
Унӑн ачалӑхӗ Чулхула облаҫӗнчи Кочетовка ялӗнче иртнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл вырӑнти колхозра ӗҫленӗ, фронта пулӑшнӑ. Кайран бухгалтерта вӑй хунӑ, ун хыҫҫӑн Саратов облаҫӗнчи Балаковӑри гидроэлектростанцие тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 1980 ҫулсенче шӑпа ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе ҫитернӗ. Кунта Мария Кузьминична ЖХ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ кинеме хула влаҫӗн тата социаллӑ служба ӗҫченӗсем саламлама килнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопаркра пурӑнакан Потап ятлӑ упа 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ӑна уяв ячӗпе тортпа, улма-ҫырлапа тата мӑйӑрпа хӑналанӑ.
Потап унти зоопаркра 6 ҫул пурӑнать. Унччен вӑл циркра пулнӑ, анчах итлеме пӑрахнӑ. Потап Хусанти зоопаркра 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти цирк артисчӗсен ҫемйине лекнӗ. Дрессировка хыҫҫӑн упа 4 ҫул циркра арена ҫине тухнӑ, Раҫҫее ҫаврӑннӑ.
Сӑмах май, зоопарк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта упасем хӗлле ҫывӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫитереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗ 2024 ҫула пӗтӗмлетнӗ. Хулара пӗлтӗр пӗтӗмпе 1005 ача ҫуралнӑ: 512 арҫын ача тата 493 хӗрача.
Пепкене сайра тӗл пулакан ят хунӑ тӗслӗх сахал маррине палӑртнӑ. Акпатыр, Гаврил, Добромир, Идрис, Маркус, Ратмир, Рэм, Соломон, Стефан, Тим, Эрик, Яман, Аяз, Назар, Эмиль, Ростислав, Игнат, Вениамин, Всеволод, Ася, Аревик, Давина, Дарьяна, Дилия, Дилноза, Евфимия, Златослава, Илария, Каталея, Любава, Мелисса, Мирра, Нарина, Николина, Рада, Эльза, Ясмин, Агата, Агния – ҫакӑн пек ятсене регистрациленӗ.
Тӑтӑшах ят хунисен йышӗнче вара ҫаксем: Матвей, Роман, Кирилл, Мирон, Тимофей, Лев, Александр, Ева, Мария, Валерия, Алиса, Василиса, Варвара, Анна, София.
Александр Волков ҫӑлавҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав службине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Волкова кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Александр Волков республикӑн тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи шутланнӑ. Хисепле ҫак ята ӑна 2008 ҫулта панӑ. Хӑй вал Мари Элтан. Унти пел ялта 1956 ҫулта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта водолаз пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Кӑҫалтан республикӑри 3 муниципалитетра туризм налукӗ вӑйра: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче.
Камсем тӳлӗҫ-ха ӑна? Хӑна ҫуртӗнче, отельте, хостелта, санаторире чарӑнакансем. Налук пурӑнмалли хакӑн 1 проценчӗпе танлашать, анчах талӑкра 100 тенкӗрен сахалрах мар.
Пухнӑ укҫапа туризм инфраструктурине ҫӗнетӗҫ, ҫӗнӗ обьектсем хута ярӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хыснана 40 миллион тенкӗ кӗрӗ.
Паян – хитре дата: 10.01.2025. Ун пеккине ҫемье ҫавӑракансем килӗштереҫҫӗ.
Паян Шупашкарта 12 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫавӑн пекех паян Патӑрьел, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта та пӗрлешекенсем пулнӑ.
Сӑмах май, ҫитес хитре дата Студентсен кунӗнче пулӗ: 25.01.2025.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче полицие «Лада Гранта» автомбиль хуҫи шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн машини юнашар ларакан «Хендай Гетц» автомобиль ҫине пырса кӗнине асӑрханӑ .
Ҫамрӑк водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл машинӑна ӑшӑнма тесе чӗртнӗ те хӑй ҫав вӑхӑтра тусӗсемпе самантлӑха лавккана кӗнӗ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ автоинспекторсем машина рулӗ умне Ҫӗнӗ Шупашкарти 31 ҫулти арҫын кӗрсе кӗрсе ларнӑ. Ӳсӗрскер машинӑна хускатма тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейра 4-мӗш класра вӗренекен Милана Киселева «Little Miss World Russia 2024» илем тата пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Вӑл Мускавра иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 4-17 ҫулсенчи хӗрачасем хутшӑннӑ. Милана гимнастика енӗпе те номер кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрачасем сцена ҫине хитре кӗпесемпе тухнӑ.
Пая Но 16 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫул ҫинче авари пулнӑ. Инкекре икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та унта «Рено Сандерӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире «Ладӑри» 43-ри водитель тата иномаркӑри 81 ҫулти кинемей вилнӗ. Иномаркӑри тепӗр ватӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ренори» водитель урӑ пулнӑ. Вӑл ватӑ ашшӗ-амӑшне Сӗнтӗрвӑрринчен Ҫӗнӗ Шупашкара илсе кайма тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳрӗ. Унтаи Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ.
Асамлӑха лекес килет-и? Апла 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лармалла. Номерӗ – 1151.
Троллейбусра конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тррллейбусӗ 10 сехет 57 минутра «Иваново» микрорайон» чарӑнуран тапранӗ. Вӑл 13 сехетчен ҫӳрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |